Куçран [куçсенчен, куçпуçран] вут [вут-хĕм] сирпĕнчĕ [тухрĕ] искры из глаз посыпались [полетели] у кого; син.: икĕ куçран вут тухрĕ, пĕтĕм вуттăн-хĕммĕн туйăнса кайрĕ.
Тепри сисмен хушăрах Варварие куçран çапса ячĕ. Варвари куçĕнчен вут сирпĕнчĕ те, пачах курми пулса ларчĕ. С. Аслан. Ваçкă месерле палт кайса ӳкрĕ, куçĕнчен вут сирпĕнчĕ. М. Ухсай. Анчах мĕн ку? Петĕре тăнлавран кистен лекет, Куçран вут-хĕм сирпĕнет, тӳсеймест, ӳкет çĕре. Г. Ефимов. Çак самантра хĕрпе хытах пырса çапăнтăмăр. Куçран вут-хĕм тухрĕ. В. Алентей. Пĕри çав вăхăтра Ахванире питĕнчен килсе çапрĕ. Ахваниç куçĕ-пуçĕнчен вут сирпĕнчĕ. Г. Краснов. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса кайрĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
куçнитса Куçнук куçпăван куçпучĕ « Куçран вут » куçран кай куçран пăх куçран пăхтар куçран пахăнтар куçран пуççаптар